Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ

Юбилей каҫӗнче
Юбилей каҫӗнче

Ҫак ятпа акан 13-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторӑн Валентина Рудникован юбилей каҫӗ иртрӗ. Ку вӑл ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ.

Валентина Васильевна районти Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Красноармейскинче пурӑнать. Хӑй вӑхӑтӗнче педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, вӗрентес ӗҫре тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан хӑйӗн талантне аталантарас енӗпе малалла ӗҫленӗ — пултарулӑх лаҫҫинче ырми-канми тӑрӑшать: сӑвӑсем ҫырать, юрӑсем кӗвӗлет, тӗрлӗ статьясем пичетлет. Ку таранччен 12 кӗнеке ҫутта кӑларнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех ветерансен хорне ҫӳрет. Юрӑ-кӗвӗ ӑсти пулнӑ май, смотрсемпе фестивальсене хутшӑнать, шкулсемпе библиотекӑсенче вулакансемпе тӗл пулусем ирттерет.

Юбилей каҫӗнчи концерта пӗтӗмпех В. Рудникова кӗвӗленӗ юрӑсенчен йӗркеленӗ. Вӗсене районти ветерансен хорӗпе «Трак ен» музыкӑпа фольклор ушкӑнӗ, уйрӑм юрӑҫсем шӑрантарчӗҫ. Унӑн сӑввисем те янӑрарӗҫ уявра.

Малалла...

 

Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ ялӗ Красноармейски районӗн чиккинче, Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑхӗнерех вырнаҫнӑ. Илемлӗ вырӑн — Ункӑ шывӗ юнашар. Ҫумма-ҫумӑн тенӗ пекех Ҫавалҫырма, Енӗшкасси ялӗсем лараҫҫӗ, Ункӑ урлӑ каҫсан — Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫӗньял. Шӑп та лӑп ҫак ял ӗнтӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хӑйӗн 120 ҫулне паллӑ турӗ. Уява 200 ҫын ытла пуханчӗ.

Каласа хӑварас пулать, 1990 ҫулта ялӑн 100 ҫулне палӑртнӑччӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать — унтанпа ялта та улшӑнусем чылай пулса иртрӗҫ. 1997 ҫулта ҫӗнӗ урам хыврӗҫ (урам Степан Кураков ячӗллӗ — вӑл колхозӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ). Унта халӗ 5 кил. Ҫавӑн пекех 20 ҫул хушшинче яла газ кӗртрӗҫ, асфальтлӑ ҫул ҫитрӗ.

Уява Красноармейски районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров уҫрӗ. Вӑл кӗскен район пурнаҫӗпе паллаштарчӗ. Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ халӑхне ҫӗнӗ урамра шыв башни ҫуккки самай пӑшӑрхантарать иккен, ҫавна май Владимир Валерьянович яла шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва 2011 ҫулхи район аталанӑвӗн программине кӗртме шантарчӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 20

1935
91
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
79
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
25
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын